
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫлеме пӑрахнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Ун хыҫҫӑн тепӗр кунне министр тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Надежда Павловӑна ҫирӗплетнӗ. Тепӗр темиҫе кунтан, тата тӗрӗсрех каласан, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ку тивӗҫе пурнӑҫлама Татьяна Казаковӑна шаннӑ.
Татьяна Казакова — культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
Сӑмах май каласан, вӑл культура министрӗн ҫумӗ пулса 2008-2016 ҫулсенче ӗҫленӗ, кайран Шупашкарти Кадет корпусӗн директорӗ пулса тӑнӑ, унтан Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗнче те ӗҫленӗ. 2020 ҫулта каллех республикӑн Культура министерствинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ ӑна яваплӑ ӗҫ хушнӑ — министр тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ.

Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Владимир Степанов хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫрен пӑрахнӑ. Ун пек Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Владимир Степанова РФ Ӗҫ кодексӗн 77-мӗш статйин пӗрремӗш пайӗн 3-мӗш пункчӗпе ӗҫрен хӑтарнӑ иккен.
Владимир Степанов Чӑваш Ен Правительствинче 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан вӑл сывлӑх министрӗ пулнӑ, 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ пулма шаннӑ. 2024 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Владимир Степанов республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн тилхепине вӗҫертнӗ, анчах Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ пулма пӑрахман.

Паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, ЧР культура министрӗ Светлана Каликова ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе министр тивӗҫӗсене пурнаҫлама Надежда Павловӑна шаннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Надежда Павлова – культура министрӗн ҫумӗ – йӗркелӳ ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ырантан, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Аса илтерер: Светлана Каликова паян ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Вӑл – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ.

ЧР культура министрӗ Светлана Каликова паян ӗҫрен кайнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хушу паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, вӑя кӗнӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Светлана Каликова хӑйӗн ирӗкӗпе должноҫрен кайнӑ.
Палӑртса хӑварар: Светлана Каликова – 55 ҫулта. Вӑл Михаил Игнатьев Элтепер пулнӑ чухне те политикӑра ӗҫленӗ. Вӑл Элтепер администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ, Элтепер пресс-секретарӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ пулнӑ.
Патшалӑх службинче Светлана Каликова – 2008 ҫултанпа. Хӑйӗн карьерине вара вырӑс чӗлхипе литература учителӗнчен пуҫланӑ.

«Фармаци» республикӑн унитарлӑ предприятийӗн генеральнӑй директорне ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ пукана Игорь Степанов йышӑннӑ.
Игорь Владимировича ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчӗ вырнаҫтарнӑ.
«Фармаци» республикӑн унитарлӑ предприятийӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑрать. Игорь Степанова мӗншӗн ӗҫрен кӑларнине официаллӑ хутра пӗлтермен. Ку должноҫе ӑна пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче лартнӑччӗ. Игорь Степанов 2002 ҫулта Питӗр хулинчи И.И. Мечников ячӗллӗ патшалӑх медицина академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Курганта та, Архангельск облаҫӗнче те ӗҫленӗ.

Мӑкшӑ Республикинче финанс министрӗ пулнӑ Сергей Тюркин Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унччен, ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе, вӑл ЧР финанс министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Сергей Тюркин Краснослободскра ҫуралнӑ. 2006 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен Саранск администрацийӗнче ӗҫленӗ: тӗп специалист, пай заведующийӗн ҫумӗ, пуҫлӑх ҫумӗ, финанс управленийӗн пуҫлӑхӗ, финанс департаменчӗн директорӗ пулнӑ. 2019-2020 ҫулсенче Мӑкшӑ Республикин финанс министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2020 ҫултан пуҫласа 2026 ҫулччен вара ҫав республикӑрах финанс министрӗ пулнӑ.
Аса илтерер: ЧР финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздряков кӑҫал ака уйӑхӗнче хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ.

ЧР Наци вулавӑшӗн директорне Роза Лизаковӑна отставкӑна янӑ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Роза Лизаковӑна должноҫрен паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен, кӑларнӑ. Палӑртса хӑварар: вӑл ЧР Наци вулавӑшне виҫӗ хутчен ертсе пынӑ – 2001-2002 ҫулсенче, 2012-2013 ҫулсенче тата халӗ, юлашкинчен, 2020-2026 ҫулсенче.
Ҫавӑн пекех вӑл тӗрлӗ ҫулта ЧР Культура министерствинче ӗҫленӗ: 2002-2003 ҫулсенче культура министрӗн ҫумӗ,2004-2007 ҫулсенче культура тата ӳнер управленийӗн пуҫлӑхӗ, 2007-2008 ҫулсенче культура министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Роза Лизакова ЧР Культура министерствине икӗ хутчен ертсе пынӑ: 2008-2012 ҫулсенче, 2020 ҫулхи нарӑс-авӑн уйӑхӗсенче.

ЧР экономика министрӗн ҫумне Елена Кудановӑна должноҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР правительство председателӗ Сергей Артамонов авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа тепӗр кунхине, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пичетленӗ.
Палӑртса хӑварар: Елена Куданова экономика министрӗн ҫумӗнче 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Чӑваш Респубикинчи Тӗрӗслевпе шутлав палатин сектор заведующийӗ пулнӑ.
Сӑмах май, халӗ ЧР экономика министрӗн Лариса Рафиковӑн виҫӗ ҫум тӑрса юлнӑ: Дмитрий Бельцов, Сергей Федоров тата Александр Башков.

Вячеслав Канищева Чӑваш Енӗн строительство министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Вячеслав Юрьевич 1980 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Юрист пӗлӗвӗллӗскер Хусанти федераци университетӗнче «Промышленность тата граждан строительстви» енӗпе вӗреннӗ.
Ку ҫын промышленность тата капиталлӑ строительство объекчӗсене ертсе пырас енӗпе пуян опытлӑ-мӗн. Унчченхи ӗҫре Вячеслав Юрьевич техника заказчикӗн службине ертсе пынӑ, ҫав шутра объектсене хута яма документ парассишӗн яваплӑ пулнӑ. Мускавра тата ытти хӑш-пӗр регионта ӗҫленӗ. Раҫҫейӗн ҫӗнӗ субъекчӗсенчи инфраструктурӑна хӑпартассишӗн те яваплӑ пулнӑ иккен.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ Андрей Попов Пермьри академи Театр-Театрне ӗҫлеме кайнӑ. Ача илтерер: вӑл оперӑпа балет театрӗнчен каяссине ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Сӑмах май, вӑл хӑй Пермьрен, унӑн карьери ҫак хулара пуҫланнӑ.
Андрей Попов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗнче 4 ҫул ҫурӑ ӗҫленӗ. Унта вӑл 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче килнӗ. Шӑпах Андрей Попов вӑй хунӑ вӑхӑтра, 2023 ҫулта, театр «Атӑл Опера» ята илнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Андрей Попов Пермьри театрта ӗҫлеме пуҫлани пирки халӑх тетелӗнче страницинче пӗлтернӗ. Унта вӑл аталану енӗпе ӗҫлекен директор пулса тӑнӑ.
Палӑртса хӑварар: Пермьри академи Театр-Театрӗ – Пермь крайӗнчи чи кивӗ театрсенчен пӗри, вӑл 1927 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун йышне драма, музыка тата балет ушкӑнӗсем кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен эстрадӑпа симфони оркестрӗ пур.
